«Чӑваш ятне илесси паян ҫӑмӑл ӗҫ мар, анчах та Никита Тӗнче https://vk.com/tenche_travel хыҫҫӑн тепӗр хастар чӑваш Андрей Суварин https://vk.com/id305371751 ятне те, хушаматне те улӑштарать!» Ҫапла хыпарланӑ «Хавал» ушкӑн страницинче. Ятпа хушамата ылмаштарни ҫинчен калакан хут сӑнӳкерчӗкне те (ҫыннӑн уйрӑм даннӑйӗсене пӗлтерме те юрать тесе ҫуралнӑ кунне тата вырӑнне эпир хуратас терӗмӗр) вырнаҫтарнӑ.
Вӑрнар районӗнче ҫуралнӑ, Шупашкарта пурӑнакан, пӗр предприяти пуҫлӑхӗнче тӑрӑшакан Андрей Суваринӑн «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи страницине эпир юриех кӗрсе пӑхрӑмӑр. Чӑн та, унта та ҫӗнӗ ят кӑтартнӑ. Халӗ вӑл — Вырак Митясен.
Аса илтерер, 2018 ҫулта паллӑ чӑваш велоҫулҫӳревҫӗ Никита Васильев хушаматне улӑштарнӑччӗ. Халӑх ушкӑнӗсенчи аккаунтсене те Nikita Tenche тесе ылмаштарчӗ вӑл. Халӗ ӑна тӗнче, Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчен пуҫласа Америка таранах, Никита Тӗнче ятпа пӗлет.
Хушамата улӑштарнин сӑлтавне те ӑнлантарнӑччӗ Никита. «Ачамсем хушамат пирки ыйтсан чӑвашсене тӗне кӗртнӗ чух вырӑнти пачӑшкӑ пирӗн несӗлӗмӗре Вася ят панӑ, эпир унран пуҫланса кайнӑ тес-и?», — тенӗччӗ чӑваш ялавӗпе тӗнче курса ҫӳреме кӑмӑллакан ҫамрӑк.
ЧР Наци вулавӑшӗнче «Чӑваш чӗлхипе культурине тӗпченӗ ҫӳтлӑх ҫынни» ятпа ҫавра сӗтел иртнӗ. Ӑна чӑваш халӑхне ҫутта кӑларассишӗн нумай тӑрӑшнӑ Николай Иванович Золоницкий ҫуралнӑранпа 190 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Ҫавра сӗтеле хутшӑннӑ ӑсчах лингвистсем Шупашкарти пӗр урама Николай Золотницкий ятне пама сӗннӗ. Вӗсем ҫакна палӑртнӑ: этнографӑн, тюркологӑн ячӗпе Шупашкарта халӗ те нимӗн те хисепленмест.
Ҫавра сӗтелре Н.И.Егоров, В.Г.Родионов тата ыттисем этнограф пирки тухса калаҫнӑ.
Украинӑри чӑвашсен пӗрлӗхӗсен ҫӗнӗ ертӳҫине суйланӑ. Ҫакӑн пирки унти чӑвашсен пӗрлӗхӗсен ертӳҫинче чылай ҫул тӑрӑшнӑ Надежда Лисовая Фейсбукра раштавӑн 7-мӗшӗнче пӗлтернӗ.
«Хаклӑ юлташсем тата ентешсем! Паян, раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, пирӗн ентешлӗхре ырӑ улшӑну пулса иртрӗ. Михаил Люллина манӑн ӗҫӗме тӑсма килӗшнӗшӗн питӗ тав тӑватӑп. Сидоров хӑйӗн кандидатурине сирнӗ, нумай сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн Михаил Владимирович ҫак лава туртма килӗшрӗ. Ӑна уншӑн пысӑк тав. Ӑна сывлӑх тата тивӗҫе пурнӑҫлама ӑнӑҫу сунар! Ҫавӑн пекех хамӑн мӗнпур ентеше ҫак ҫулсенче пулӑшса пынӑшӑн, ҫана ӑнланнӑшӑн тав тӑватӑп. Ыррине тата сывлӑх сунатӑп», — тесе ҫырнӑ Надежда Лисовая.
Маларах эпир Украинӑри чӑвашсем Ҫеҫпӗл ҫуртне туянма ӗмӗтленнине пӗлтернӗччӗ.
Нумаях пулмасть Шупашкарти типографисенчен пӗринче Виталий Станьял ӑсчахпа паллаштаракан кӗнеке пичетленнӗ.
«Учёный, педагог, поэт и общественный деятель Виталий Станьял» кӑларӑм авторӗ — медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, халӑх академикӗ Николай Григорьев.
Виталий Станьял — хальхи чӑваш тӗнчинчи тӗлӗнмелле ят. Пултаруллӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ ӑсчах литература критикӗ те, публицист та, педагог та, поэт та, хастар общественник та. Вӑл Чӑваш наци конгресне йӗркелеме хутшӑннӑ. Сӑмаха ялан тӳррӗн тата куҫран витӗмлӗ калама хӑнӑхнӑскере тӗрлӗрен йышӑнакансем пуррине тавҫӑрма йывӑр мар. Ҫапах та ӑна хисеплеҫҫӗ, сума сӑваҫҫӗ. Унӑн йышлӑ вӗренекенӗсем ӑна тав тӑваҫҫӗ.
Кӗнекене Виталий Петрович ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ. Виталий Станьял 1940 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗнче ҫуралнӑ. 80 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн, ҫав шутра 6 монографипе вӗрентӳ кӗнекисен, авторӗ.
Ӑсчаха халалланӑ кӗнекене Виталий Станьял архивӗнчи тата С. Игнатьев, В. Исаев, Н. Фомиряков, А. Абрамов профессионал фотографсен сӑнӳкерчӗкӗсемпе пуянлатнӑ. Кӗнеке редакторӗ — философи ӑслӑхӗсен кандидачӗ Эрбина Никитина.
Виҫҫӗ-тӑваттӑри ывӑлӗпе вырӑсла калаҫса тӑракан чӑваш хӗрарӑмӗнчен, ма вӑл ачипе чӑвашла калаҫманни ҫинчен ыйтрӑм та вӑл мана ҫапла хуравларӗ:
— Ывӑл манпа вырӑсла калаҫнӑран, эпӗ унпа темшӗн элле чӑвашла калаҫаймастӑп ҫав: чӗлхе ҫаврӑнмасть. Именетӗп-ши вырӑсла калаҫакан хамӑн ачапах чӑвашла калаҫма, е урӑх сӑлтавӗ ҫакӑн, анчах ҫакна ниепле те ӑнлантараймастӑп. Шалти тормоз чарать, пӗр сӑмахпа.
Тепрехинче ҫамрӑкранпах пӗрне-пӗри пӗлекен юлташ, калаҫӑва чӗлхе проблемисем ҫинчен хускатсан, хӑйӗн сӑмахӗсене пӗртен-пӗр тӗрӗс чӑнлӑх вырӑнне хурса, татӑклӑн тата уҫҫӑн ҫапла каласа хучӗ:
— Эпир — чӑвашсем, пирӗн хушша пӗр-пӗр вырӑс е урӑх халӑх ҫынни пырса кӗрсенех, пурте ҫав самантрах вырӑсла калаҫма пуҫламалла. Ҫакӑ вӑл эпир ҫӳллӗ шайри культурӑллӑ ҫынсем пулнине кӑтартать. Эпир ҫак ҫын умӗнче вырӑсла калаҫманни эпир ӑна хисеплеменнине пӗлтерет.
— Эпир шутпа нумайраххине курса, пире хисеп туса, ҫак ҫын пирӗнпе чӑвашла калаҫма тӑрӑшмалла мар-шим? — тесе ыйтасшӑнччӗ унран, анчах ӗлкӗреймерӗм: вӑл хӑйӗн ӗҫӗпе айккинелле пӑрӑнса кайрӗ.
Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ҫеҫ «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш (предложени) мӑшӑрӗсен йышӗ 150 пинрен иртни пирки пӗлтернӗччӗ. Ак халь тепӗр ҫитӗнӳ те пур — пуплевӗш мӑшӑрӗсен йышӗ 200 пинрен иртрӗ. Хыпар ҫырнӑ вӑхӑтра ҫак кӑтарту 200 514 куҫарнӑ пуплевӗшпе танлашатчӗ.
Асаилтеретпӗр, Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ хӑйӗн ӗҫне ака уйӑхӗнче пуҫларӗ. Тӗп ӗҫ вырӑнӗнче — шӑп та лӑп чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсене пухасси. Маларах ӗҫ ытла хӑвӑртах пымарӗ пулсан та хальхи вӑхӑтра лаборатори уйӑхсерен 30 пин ытла мӑшӑр хатӗрлет. Тепӗр май каласан, кунне корпус 1 пин ытла мӑшӑрпа пуянланать.
Корпуса хатӗрлекенсем: Николай Плотников (ертӳҫӗ, корпус сайтне йӗркелесе пыракан); Александр Антонов (машшин куҫарӑвӗ тӗлӗшпе ӑстаҫӑ); Светлана Трофимова, Эрбина Портнова, Алина Иванова (текстпа ӗҫлекенсем). Унсӑр пуҫне ытти ҫынсене те асӑнса хӑварма пулать — вӗсем тӗрлӗ енчен пулӑшу кӳнӗ. Лаборатори ӗҫӗ харпӑр ҫынсен укҫи-тенкипе йӗркеленсе пырать.
Ҫитес вӑхӑтра чӑвашла-вырӑсла тата вырӑсла-чӑвашла машшин куҫарӑвӗн сайтне ӗҫлеттерсе ярас шухӑшлӑ. Вӑл альфа-верси шайӗнче ӗҫлӗ.
Пушкӑртстанри «Урал сасси» хаҫат 30 ҫулхи юбилейне уявлама хатӗрленет. Сумлӑ датӑна йӑшташӑмӑрсем раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Ҫав кун «Чӑваш чӗлхипе тухакан пичетпе массӑллӑ информаци хатӗрӗсен аталанӑвӗнчи йывӑрлӑхсем» темӑпа «ҫавра сӗтел» иртӗ. Вӑл 11.00 сехетре пуҫланӗ.
Канашлу вӑхӑтӗнче наци журналистикинчи йывӑрлӑхсене сӳтсе явӗҫ, экспертсен шухӑшне итлӗҫ, чӑваш чӗлхипе тухакан регионти хаҫатсен лару-тӑрӑвӗпе паллашӗҫ, хаҫат чӗлхине сӳтсе явӗҫ. «Ҫавра сӗтеле» «Урал сасси» хаҫатӑн редакторӗ Ю.Н. Михайлов ертсе пырӗ.
«Ҫавра сӗтел» хыҫҫӑн 16.00 сехетре «Урал сасси» хаҫатӑн пӗрремӗш номерӗ тухнӑранпа 30 ҫул ҫитнине халалланӑ савӑнӑҫлӑ пуху иртӗ. Кӑмӑл тӑвакансене хапӑл туса кӗтнине пӗлтернӗ «Урал сасси» хаҫатра.
Мероприятисем «Урал Батыр» Наци культурисен центрӗнче, Пелепей хулинчи Горохов урамӗнчи 28-мӗш ҫуртра иртӗҫ.
Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа ноябрь уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 120 ҫул ҫитрӗ. Ҫав ятпа Пушкӑртстанри Ҫтерлӗри 6-мӗш вулавӑшра чӑвашсен аслӑ поэтне асра тытса литературӑпа музыка каҫӗ иртнӗ. Ҫакӑн пирки «Урал сасси» хаҫатра Лариса Коротаева пӗлтернӗ.
Уявра Пушкӑрт патшалӑх университечӗн Ҫтерлӗри филиалӗн пушкӑрт тата тӗрӗк филологи факультечӗн 1-мӗш курс студенчӗсем кӑвар чӗреллӗ поэтӑмӑра асӑнса унӑн кун-ҫулӗнчи ӗҫӗ-хӗлӗсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ, вилӗмсӗр сӑввисене вуланӑ. Аслӑ шкулта вӑй хуракан Л.А. Афанасьевапа Л.В. Коротаева доцентсем Ҫеҫпӗл Мишшин пархатарлӑ ӗҫӗсене, вӑл чӑн-чӑн патриот пулнине асӑнса хӑварнӑ. Геннадий Челпир сӑвӑҫ поэтӑн халӑхшӑн тунӑ манӑҫми ӗҫӗсене, А.П. Червякова поэтшӑн чун юрри пулнине палӑртса хӑварнӑ, хӑй ҫырнӑ сӑвви-юррисемпе паллаштарнӑ.
Уявра ЧНКА представителӗсем, ҫыравҫӑсем пулчэнӑ. «Савни» ансамбль (ертӳҫи – О.А. Иванова) программӑна илемлӗ юрӑсемпе пуянлатнӑ. «Сеспель» кинокартинӑн пӗр сыпӑкне курнӑ. Литературӑпа музыка каҫӗнче пултарулӑх ӑмӑртӑвӗсем иртнӗ.
Раштав уйӑхӗн 7-8-мӗшӗсенче Пушкӑртстанра Чӑваш Республикин культура кунӗсем иртӗҫ. Мероприятисене Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленсе кайнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Уяв Ӗпхӳри Пушкӑрт патшалӑх оперӑпа балет театрӗн пысӑк залӗнче иртӗ.
Раштавӑн 7-мӗшӗнчи уява Чӑваш патшалӑх академи ташӑпа юрӑ ансамблӗ, Чӑваш патшалӑх филармонин коллективӗсем хутшӑнӗҫ. Чӑваш патшалӑх академи ташӑпа юрӑ ансамблӗн илемлӗх ертӳҫи – РФ халӑх артисчӗ Юрий Васильев. Чӑваш патшалӑх филармонийӗнчи «Ҫавал» ансамбль XXII Хӗллехи Олимп вӑййисенче тата РФ Патшалӑх Думинче иртнӗ Чӑваш Республикин кунӗсене уҫнӑ чух Чӑваш Ен культурипе паллаштарнӑ тесе хыпарлать «Урал сасси» хаҫатра Надежда Родионова. Чӑваш халӑх кӗввин чи пуян та илемлӗ, чуна пырса тивекен тӗслӗхӗсемпе «Ҫеҫпӗл» эстрада ансамблӗ тата «Nota «G» ташӑ ушкӑнӗ паллаштарӗ.
Раштавӑн 8-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Федор Павловӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ «Ялта» спектакле кӑтартӗ. Спектакль режиссерӗ, сценографӗ тата костюмсен художникӗ – СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев.
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ акӑ тепӗр уйӑх та ӗҫлесе ирттерчӗ. Ҫапла май чӳк уйӑхӗнчи ӗҫсене пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Унччен кашни уйӑхра эпир рекорд хыҫҫӑн рекорд лартса пытӑмӑр пулсан, ку хутӗнче кӑшт хӑвӑртлӑха чакартӑмӑр. Пурӗ 29 658 чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗ ҫеҫ кӗртсе ӗлкӗртӗмӗр. Тепӗр тесен авӑн уйӑхӗнче те пирӗн кӑтарту ҫакнашкалтарахчӗ.
Иртнӗ уйӑхра эпир Михаил Шолоховӑн «Уҫӑ ҫерем» романӑн икӗ кӗнекине, Николай Чернышевскийӗн «Мӗн тумалла?» романне, Лу Синь китай ҫыравҫин калавӗсене кӗртрӗмӗр. Умра Александр Купринӑн «Тытӑҫу» повеҫӗ, Иван Вазовӑн «Пусмӑрта» романӗ тата ыттисем тӑраҫҫӗ. Михаил Шолоховӑн тӑватӑ кӗнекерен тӑракан «Лӑпкӑ Донӗ» те хӑйӗн черетне кӗтет — унта эпир Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн ӗҫлеме пуҫласшӑн.
Электронлӑ сӑмахсарсен сайтне илес пулсан, вӑл тинех Ашмарин хатӗрленӗ словарӗн 5-мӗш томӗпе пуянланчӗ. Ҫапла май эпир ку ӗҫе вӗҫлерӗмӗр теме те юрать. Сӑмах май, раштавӑн 11-мӗшӗнче Ашмарин хатӗрленӗ сӑмах пуххин электронлӑ варианчӗ хӑтлавӗ пулӗ. Пурне те унта йыхравлатпӑр! — хӑтлав вӑхӑтӗнче пирӗн ӗҫ мӗнле йӗркеленсе пыни пирки каласа парӑпӑр, йывӑрлӑхсемпе ҫӑмӑллӑхсем ҫинче чарӑнса тӑрӑпӑр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Токарев Аверий Матвеевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
| Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |